НАЗВАНИЕ местности вокруг деревень Верхнее и Нижнее Тимерчеево.
Шурут кати, Шемень кати, Хӑнтӑрла картунӗ. Ун ҫумӗпе варсем: Ахуналӑк, Альтюк варӗ, шурлӑх – Шуркасси. Ахуналӑкра, Шуркассинче ҫӑлкуҫсем пур. Пура та янӑ. Сивӗ шыв ӗҫме ӗҫ тӑвакансем (вырма, ҫулма) ҫӳренӗ, ҫӑллисем юхса выртнӑ.
Тӑваткӑл ҫерем (Хӑнтӑрларан сылтӑм енче), ятсӑр вар. Сулахай енче, вӑрмантан пуҫласа, Ерӗх хурӑн шывӗ (вӑрмантан тухать, Хӑнтӑрлана юхса кӗрет). Ерӗх хурӑн шывӗ ҫумӗнче типӗ вар пур. Мишер ҫӑлли (халь те пур, пӗве тунӑ). Тутар арманӗ пулнӑ. Киремет варри, Тикӗтле (тикӗт тунӑ, сӑмала, кӑмрӑк хатӗрленӗ).
Кӑвакал кӳлли (ҫул хӗррипе). Ана куҫса кайнӑ теҫҫӗ, типсе ларнӑ. Ун патне Тугай ялӗ енчен, вӑрмантан Мӑкшӑ анать, Мӑкшӑра вар – Тугай улӑхӗ. Халь те типсе ҫитмен. Ҫӑл тухать. Ӗлӗк Тимӗрчкасси ҫӗрӗ пулнӑ.
Тугай патӗнчен Хурӑнсар ҫырми (ҫавӑнпа урама «Хурӑнсар касси» теҫҫӗ), вӑл Хӑнтӑрлана юхса кӗрет.
Чурачӑкалла Заказ вӑрманӗнчен икӗ ҫырма юхса анаҫҫӗ, ячӗсем...
Анат Тимӗрчкассинчен анатарах, Чӗчкен енче, Хӑнтӑрла шывӗ ҫинче шыв арманӗ пулнӑ.
Кӗпер урлӑ Юманай ҫырми.
Урамсем: Йӑлӑм, Урпуҫ, Кӗшкипе (шкул патӗнче – Турикас ҫырмипе пӗрлешет). Кивӗ шкул, колхоз правленийӗ, Шкул чӑнки, Хурӑнсар (пӗчӗк урам).
Кивӗ клуб вырӑнӗнче тимрӗҫ пурӑннӑ, тимрӗҫ лаҫҫи – хирӗҫре пулнӑ. Вӑл вырӑс – Гурий Кузьмич.
Икӗ ял хушшинче вӑрман пулнӑ. Тункатисем нумайччӗ. Вӑйӑ вырӑнӗ (ҫӗр чикки) – юпа пулнӑ. Кайран унта сурӑх ферми, сысна ферми вырнаҫнӑ. Кӳлӗ чавнӑ.
Тӑвалла кӗпер. Инҫе мар шурлӑх пулнӑ. Ҫӑлне «Тӑрна ҫӑлӗ» тенӗ. Тӑвалла кӗпер ҫырмине тепӗр ҫырма – «Ҫӑка ҫырми» (Киремет ҫырми) тухать. Кӳллине «Белков кӳлли» теҫҫӗ. Инҫех мар «Михаля салтак» ҫырми. Тапӑр тӑракан вырӑна «Тапӑр юппи ҫырми» ят панӑ. Ҫав ҫырмаран ҫывӑхрах «Вӑрӑм хӑва» вӑрманӗ. Вӑрман ҫывӑхӗнче – «Шур пысӑк кӳлӗ». Варне – «Шур варӗ» тенӗ.
Турикасран Шуруталла – Хыр ҫырми (пысӑк хыр йывӑҫӗ ларнӑ). Халь вӑл ҫырмана Тӳр ҫырма теҫҫӗ. Чӳк ҫырми.
Урамсем: Качака касси, Ҫӗнӗ кас, Макҫӑм пуҫ (икӗ урама уйӑракан ҫырма); Янтук кӗперӗ.